| 4015 | Пӳрни чӳречене килсе шаккать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4016 | Пӳрнине кура Пӳлере кай. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4017 | Пӳрсе паман телее ыйтса илме мехел ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4019 | Ҫамкана ҫырни ҫухалмӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4018 | Ҫамкана ҫырнинчен иртме ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4020 | Ҫиме ҫырман ҫӑкӑра ҫияймӑн, ҫиме ҫырнӑ ҫӑкӑра шыв варӗнчен те тухса ҫийӑн теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4021 | Ҫын шӑпи унӑн ҫамки ҫине ҫырӑннӑ теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4022 | Ҫыннисем пӗрешкел, ӑраскалсем ӑрасна теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4023 | Ҫырни-пӳрни пусма вӗҫнех килет теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4024 | Ҫырнинчен иртеймӗн. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4040 | Тарӑшмасӑр ӗҫ пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4052 | Тарӑшнине ним те ҫитес ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4026 | Тӑрӑш, тӑрӑшсан пулатех. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4027 | Тӑрӑшакан васкаканран ирттернӗ тет. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4028 | Тӑрӑшакан пурнӑҫ тӑвать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4029 | Тӑрӑшакан тӑрӑлса юлас ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4030 | Тӑрӑшакан тӑрна тытнӑ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4031 | Тӑрӑшакан ыр курать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4032 | Тӑрӑшакана Турӑ та пулӑшать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4033 | Тӑрӑшатӑн — пурнӑҫ пулать, тӑрӑшмастӑн — пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4034 | Тӑрӑшман тӑрна выҫӑ вилнӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4035 | Тӑрӑшмасан ҫӑкӑр та пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4037 | Тӑрӑшмасан тӑри чӗппи те тыттармасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4036 | Тӑрӑшмасан Турӑ та пулӑшмасть, патша та хӗрхенмест. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4038 | Тӑрӑшмасан тыркасӑн та хырӑмӗ тӑранмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4039 | Тӑрӑшмасассӑн ним те ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4041 | Тӑрӑшмасӑр курӑк та шӑтмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4042 | Тӑрӑшмасӑр пӗлӳ пухӑнмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4043 | Тӑрӑшмасӑр тар тухмасть, тар тухмасӑр тыр пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4044 | Тӑрӑшмасӑр тӑрӑ шыв та тупма ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4045 | Тӑрӑшмасӑр тӑрӑпша та тупма ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4046 | Тӑрӑшни ахаль пӗтмест. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4047 | Тӑрӑшни ҫыншӑн пулмӗ, хушӑн пулӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4048 | Тӑрӑшни тӑрантарать, ӳркенни ӳкерет. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4049 | Тӑрӑшни харама каяс ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4050 | Тӑрӑшнине кура хисепӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4051 | Тӑрӑшнине мӗн ҫиттӗр? | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4054 | Тӑрӑшса утсан ҫул кӗскелет, ҫывӑрса пырсан вӑрӑм пулать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4053 | Тӑрӑшса утсан ҫул кӗскелет. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4055 | Тӑрӑшсан пулать, ӳркенсен пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4056 | Тӑрӑшсан ту ҫинче те тулӑ пулать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4057 | Тем пек тӑрӑшсан та ухмахран ҫӳллӗ пулаймӑн тенӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4025 | Тем чул тӑрӑшсан та кӑвапуран ҫӳле сикеймӗн. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4058 | Тимленӗ — тинӗс урлӑ каҫнӑ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4059 | Токмак Торӑ пӳрнипе тытать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4060 | Тор амӑш корки пире те ҫаврӑнса ҫитӗ-ха. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4061 | Тор ҫырни полӗ-ха. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4062 | Торӑ памасассӑн кашкӑр ҫимес. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4063 | Тур парасса кӗтекен хӑй пурнӑҫра пӗтекен. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4064 | Тур парсан ура айӗнчех теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |